Паян, юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Енри онколог «Россия 24» (чӑв. Раҫҫей 24) телеканал эфирӗнче хӑнара пулӗ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, телекӑларӑма ведомствӑн штатра тӑман онкологне, Республикӑн онкологи диспансерӗн кӑкӑр шыҫҫин пайӗн заведующине Сергей Агафонкина йыхравланӑ.
Хӑна «Вести. Интервью» (чӑв. Хыпарсем. Интервью) кӑларӑмра усал шыҫӑ пирки каласа кӑтартӗ. Сергей Агафонкинпа Татьяна Иванова тележурналист кӑкӑр ракӗнчен сыхланмалли профилактика мелӗсем тата ҫав тӗллевпе туса ирттермелли мероприятисем ҫинчен калаҫӗ. Интервьюна Кӑкӑр ракӗпе кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери куна халалланӑ.
Онколога телеэфира чӗннӗ кӑларӑм 21 сехетре пуҫланӗ.
Хурлӑхлӑ хыпар. Чылай вӑхӑт усал шыҫӑпа нушаланнӑ Лиза Петрова пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вал 8 ҫулта кӑна пулнӑ.
Хӗрача Шупашкарти 3-мӗш ача-пӑча пульницинче сывлама чарӑннӑ. Лиза ура усал шыҫҫипе нумай нушаланнӑ. Нумай сипленнӗ хыҫҫӑн унӑн сулахай урине татни те пулӑшман. Унӑн ӳпкинче метастаза аталанма тытӑннӑ. Вӑл хӑвӑрт аталаннӑран химиотерапи пулӑшман.
Юлашки икӗ кун Лиза тӑнсӑр выртнӑ. Пӗчӗкскер хӑрушла ыратсан та яланах кулнӑ. Шел, чир парӑнман. Лизочкӑпа паян, 13 сехетре, ӗмӗрлӗхех сывпуллашнӑ.
Ашшӗ-амӑшне йывӑр паллах. Анчах пуҫ усмалла мар вӗсен: тепӗр 5 ачана ура ҫине тӑратмалла.
Шупашкарта пурӑнакан Лиза Петровӑна пӗр тӑхтаса тӑмасӑр операци тумалла. Вӑл 7-ре кӑна-ха, нушине вара пайтах курать.
Лиза усал шыҫӑпа чирлет. Амӑшӗ пилӗк ачана ура ҫине тӑратать, ҫавӑнпа унӑн операци валли укҫа ҫук. Кун валли 3,5 миллион тенкӗ кирлӗ.
Ҫемьене инкек пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче килнӗ. Амӑшӗ Любовь Степанова каланӑ тӑрӑх, ҫав ҫул хӗрачан сулахай ури хытӑ ыратма тытӑннӑ, кайран шыҫӑннӑ. Амӑшӗ ӑна тухтӑра кӑтартнӑ.
Тухтӑр пӑхнӑ хыҫҫӑн ку онкологи пулма пултарнине каланӑ. Вӗсене Хусана тӗрӗсленме янӑ. Биопси илнӗ хыҫҫӑн диагноз ҫирӗпленнӗ. Ҫитменнине, ӳпкинче метастаза пулни палӑрнӑ. Ун чухне Лиза химиотерапие ҫӳреме пуҫланӑ.
Мускав тухтӑрӗсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн Лизӑн урине сыхласа хӑварма йышӑннӑ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче вӗсем каллех Хусана таврӑннӑ. Халӗ амӑшӗпе хӗрӗ кашни виҫӗ эрнере Мускав сипленме ҫӳреҫҫӗ. Сиплев хаклӑ.
Мускаври Блохин ячӗллӗ онкологи центрӗ Лизӑна йышӑнма хатӗр. Анчах 3,5 миллион тенкӗ кирлӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви 1 миллион тенкӗлӗх квота уйӑрнӑ. Ку ҫитмест. Лизӑна кашни ҫыннах пулӑшма пултарать.
Дарья Адюкова усал шыҫӑпа чылай вӑхӑт кӗрешнӗ. Вӑй пур таран парӑнтарма тӑрӑшнӑ вӑл ҫак амака. Шел, ҫамрӑкскер ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче куҫне яланлӑхах хупнӑ.
Даша Германире сипленнӗ. Ӑна пулӑшмашкӑн ырӑ чунлӑ ҫынсем укҫа та пухнӑ. Пурте вӑл сываласса шаннӑ. Анчах…
Даша 1997 ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ. 2014 ҫулта 6-мӗш гимназирен вӗренсе тухнӑ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн информатикӑпа шутлав техникин факультетӗнче 2-мӗш курсра ӑс пухнӑ. ЧПУшӑн чылай ӗҫ тунӑ вӑл. Пике тӗрлӗ конкурса хутшӑннӑ. Ҫемьере — пӗртен пӗр хӗр.
Паян, нарӑсӑн 15-мӗшӗнче, усал шыҫӑпа чирлекен ачасен пӗтӗм тӗнчери кунӗ. Ҫавна май ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви статистика хатӗрленӗ.
Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 18 ҫул тултарман 20 ачан усал шыҫӑ аталаннине палӑртнӑ. Вӗсенчен 12-шне федераци клиникине сипленмешкӗн янӑ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, халӗ республикӑра усал шыҫӑпа аптӑракан 145 ача пурӑнать.
Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, ачасен йышӗнче ытларах «лейкимия» (юнри усал шыҫӑ) тӗл пулать. Вӗсене Республикӑри онкогематологи центрӗнче пулӑшаҫҫӗ.
Хальхи йышши технологисем пулӑшнипе чылай чир-чӗре парӑнтарма пулать. Ку ачасен пурнӑҫне те лайӑхлатать. Химиотерапи чухне ыратнине ан туйччӑр тесе ятарлӑ технологисемпе усӑ кураҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне пульницӑра — хӑтлӑ. Ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ унта хӑйсене килти пек туйччӑр тесе тӑрӑшнӑ.
Рак тени ытла та усаллӑн, хӑрушла янӑрать. Ку сӑмах чылайӑшӗшӗн вилӗм тенипе пӗр танах туйӑнать. Анчах Республикӑри хӗрарӑмсен канашӗ ку вӑл апла маррине чирлисем патне ҫитерессипе ҫине тӑрать.
2014 ҫулта асӑннӑ общество организацийӗ «Пурнӑҫшӑн» проекта пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ. Ӑна валли хыснаран укҫа та тивӗҫнӗ хастарсене. Тухтӑрсем хастар хӗрарӑмсене профилактика ӗҫне шанса панӑ теме юрать. Онкодиспансерта операци тӳссе ирттернӗ тата сиплев курсӗ витӗр тухакансене хӗрарӑмсен канашӗн пайташӗсем психологи пулӑшӑвӗ кӳреҫҫӗ. «Ир сиплесен кирек епле амака те ҫӗнме пулать», — ҫак шухӑша илсе ҫитересшӗн вӗсем.
Хальлӗхе хӗрарӑмсем пӗрле пухӑнса пултарулӑх ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ. Ӳлӗмрен сиплев гимнастики те, физипроцедурӑсем те ирттермелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |